6OJXo76N4YUРеспубликăмăрта культура ĕçченĕсене туптакан вĕренÿ заведенийĕсенчен чи палли — культурăпа искусствăсен институчĕ. Пулас библиотекарьсене, артистсемпе режиссерсене тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе кунта яланах тĕрлĕ мелсемпе усă кураççĕ. Раштавăн 12-мĕнче институтра иртнĕ тĕнче шайĕнчи виççĕмĕш наукăпа практика конференцийĕ те çакнах çирĕплетет. Унăн теми: «Культурă тата искусство аталанăвĕ» пулчĕ. Институтăн культура факультечĕн халăх пултарулăх кафедри йĕркеленипе асăннă темăпа кунта анлă мероприятисем иртрĕç. Унта ЧНКн культура комитечĕ тата ал-ĕç ăстисен пĕрлĕхĕ те хастар хутшăнчĕ.

y5FLWHNpJqYМалтанах конференцие йĕркелекенĕсенчен пĕри, философи наукисен кандидачĕ Наталья Баскакова тухса калаçрĕ, ку мероприятине хутшăнакансене тав турĕ.

Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, культурологи докторĕ, ЧНК Мăн Канаш пайташĕ Владимир Васильев чăваш ÿнер искусствинчи çитĕнÿсене тата çитменлĕхсене А.Кокель художник эткерлĕхĕ çине тайăнса уçса пачĕ. Уйрăмах ăна чăваш республикинче культурологи докторĕ пĕртен пĕрре пулни, культурăпа искусствăсен институтĕнче кинорежиссерсене хатĕрлеменни шутлаттарнине палăртрĕ.

z9PNCghBi6cЧăваш тумĕн ăсти, конгресăн культура комитечĕн ертÿçи Зинаида Воронова конференцине пуçтарăннисене хăйĕн пуян коллекцийĕнчи чăваш тумĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен каласа пачĕ. Ку институтра халăх пултарулăх кафедрин доценчĕ пулнă май, Зинаида Ивановна студентсене чăваш тумне авалхи йăла-йĕркене пăхăнса ăсталама ырми-канми вĕрентет, пархатарлă ĕçре ăна ЧНК çумĕнчи халăх ăстисен ассоциацинчи ытти маçтăрсем те пулăшса пыраççĕ.

ЧНК пресс-служби.

Comments are closed, but trackbacks and pingbacks are open.