Анна Цветкова ирĕклĕ калаçас тĕлĕшпе ăсталăх класĕ йĕркелерĕ

Чăваш Енре «Театрлă Атăлçи» фестиваль программипе килĕшӳллĕн пултарулăх тĕлпулăвĕсем иртеҫҫӗ.

Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культура инситутĕнче Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Анна Цветкова ирĕклĕ калаçас тата хутшăнас тĕлĕшпе ăсталăх класĕ ирттерчĕ.

Хусканусем хыççăн артикуляци гимнастики пуçланчĕ. Анна Цветкова çамрăксене уçăмлă, хитре, витĕмлĕ калаçма вĕренмелли çине пусăм турĕ. Çакă культура тытăмĕнче ĕçлекеншĕн уйрăмах кирлине палăртрĕ.

Ку проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕн Игорь Комаровăн пуçарăвĕпе пурнăçланса пырать.

Автор: Любовь ПЕТРОВА.

Источник: оф.сайт издательского дома «Хыпар»