IMG_6669

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне уçнăранпа 15 çул çитрĕ. 2000-мĕш çулта Шупашкар хулинчи кăнтăр-хĕвеланăç районĕнче çак институтăн капмар çурчĕ ÿссе ларнă. Вĕрентÿ, пурăнмалли общежити, вĕренÿ театрĕ тата ытти те пĕр вырăнта пулни питĕ меллине палăртмалла.

Чăваш Енре аслă пĕлÿ илнĕ культурăпа ÿнер кадрĕсене туптакан пĕртен пĕр вĕренÿ заведенийĕ уçăлни чăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнă.

Мĕнлерех йывăрлăхсем витĕр тухса çак ĕçе тума пултарнине ун чухнехи Культура министрĕ Ольга Денисова тата пĕрремĕш ректор Светлана Макарова кăна каласа пама пултараççĕ. Вĕсене халь ĕçлекен институтри коллектив çак пархатарлă та капашсăр пысăк ĕçшĕн чĕререн тав турĕ.

Чăн та, ку институтра чăваш культурипе искусствине çÿллĕ шая çĕкленĕ вĕрентекенсем: профессорсем, доцентсем, халăх маçтăрĕсем хăйсен пуян опытне çамрăксен ăшне хываççĕ.

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вăй хуракансене паллă кунпа саламлама кунти вĕрентÿ театрĕн залне тулли халăх пуçтарăнчĕ: Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Чăваш Патшалăх Канашĕн социаллă тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет ертÿçи Петр Краснов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ пулнă Лев Кураков тата ыттисем те.

Чăваш наци конгресĕ ку институтпа тачă çыхăнса ĕçлет. Регионсенче пурăнакан чăваш çамрăкĕсене кунта вĕрентесси, чăваш чĕлхипе культурине аталантарас тĕлĕшпе ирттерекен тĕрлĕрен конференцисемпе фестиваль-конкурссем йĕркелес ĕçсем яланах пĕр-пĕрне пулăшса пулса пыраççĕ. ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов институтăн паллă кунĕнче чи хаклă хăна шутĕнче пулчĕ. Вăл ку аслă вĕренÿ заведенийĕн ректорне Наталья Баскаковăна института пулăшма çирĕм пин укçа уйăрнине ĕнентерекен сертификат пачĕ.

Саламсемсĕр пуçне хăнасене уявра кунта ăс пухакан, пултарулăхне туптакан яш-кĕрĕм юрă ташăпа савăнтарчĕ.

ЧНК пресс-служби.

Comments are closed, but trackbacks and pingbacks are open.