«Чувашскую вышивку обязательно надо вышивать»под таким названием заведующая кафедрой народного художественного творчества Чувашского государственного института культуры и искусств Раиса Васильева представила статью в августовском номере газеты «Чувашский мир» Чувашского национального конгресса.

Статья посвящена уникальности чувашской вышивки и необходимости сохранения традиционного ремесла. В статье говорится о национальной вышивке как одном из древнейших примеров украшения одежды и полотен чувашского народа, о ее богатстве узорами, об обучении чувашской вышивке преподавателями института культуры, о творчестве и исследованиях мастера художественного вышивания Евгении Жачевой, о запланированном учреждении Дня чувашской вышивки.

 

 

Читать текст статьи:

«Çамрăксене тĕрлеме вĕрентмеллех

Тĕрĕ — чăваш эрешĕн чи авалхи тата пуян тĕслĕхĕсенчен пĕри. Несĕлĕмĕрсем ĕмĕртен-ĕмĕре упраса пынă ĕçе, пин-пин çул урлă каçса пирĕн пата çитнĕ тĕрре-çĕвве пĕтме парас марччĕ. Çамрăк ăру çак ăсталăха вĕренсе юлаймасан айăпĕ хамăртах пулĕ.

Хальхи саманара пир-авăр çине çип шутласа тĕрленĕ авалхи япаласене музейсенче кăна курма пулать. Вĕсем XIX-XX ĕмĕрсенче тĕрлĕ экспедици вăхăтĕнче халăхран пуçтарнăскерсем. XVIII ĕмĕртисем те тĕл пулаççĕ.

Мăн-мăн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем хăйсем тĕртнĕ пиртен çĕленĕ, тĕрлесе илемлетнĕ кĕпе-тумпа çÿренĕ. Авалхи çи-пуçра чи капăрри пир кĕпе шутланнă. Унăн кăкăр умне, хул çийĕсене, çанă хĕррисене, аркине тĕрлесе эрешлетнĕ. Чăваш тĕрри 63 тĕрлĕ çĕвĕрен тăрать. Кашнин хăйĕн ячĕ, тĕрлемелли вырăнĕ пур. Урăхла каласан, чăваш тăррин «азбуки», «букварĕ» тата «грамматики» пур. Ку вăл чăваш халăхĕн иксĕлми ăс-хакăлне кăтартать. Асамлă çĕвĕ-эрешре «70 тĕрлĕ ăс, 60 тĕслĕ çип» тенĕ. Вĕсене вулама пĕлнĕ.

Авал кашни хĕрарăмах тĕрленĕ, хăй тĕрлесе капăрлатнă çи-пуçпа вăл çав тери сăпайлă та мăнаçлă курăннă. Ун чухне вулама-çырма пĕлменскерсем тĕлĕнмелле чаплă тĕрлеме пултарнине ĕненес те килмест. Тĕрĕссипе, çапла пулнă. Пур чăваш хĕрĕ те 5-6 çула çитсенех тĕрлеме вĕреннĕ.

Мĕн тери паха вăл чăваш тĕрри! Чăваш Ене пĕрремĕш хут килсе лекнĕ çын та чăваш тĕррине курсан тĕлĕнет, хавхаланать, ăмсанать, чăваш халăхĕпе мухтанать. Унта пурнăç хăйне евĕрлĕхĕ те, çут çанталăк илемĕ те сăнланнă. Тĕрĕре ăс-тăн, кăмăл-туйăм, тавра курăм, ĕмĕт-тĕллев, пурнăçа юратса çынна ырă тăвас кăмăл сăнарланать. Кашни тĕрĕçĕн — хăйĕн вăрттăнлăхĕ, майĕ, йĕрки. Çапла çĕр пин çĕнĕ эреш çуралать те ĕнтĕ.

Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, тĕрре шурă пир çине шăрçаланă. Шурă тĕс — çутă кун, таса сывлăш, чун тасалăхĕ, сывлăх. Хура тĕс — пархатарлă çĕр тĕсĕ, хура халăх, халăх вăйĕ. Хĕрлĕ тĕс — юн, пурнăç, тăванлăх. Сарă тĕс — хĕвел, çăлтăрсем, савăнăç, телей. Симĕс тĕс — çутçанталăк, пурнăç, çамрăклăх, ÿсĕм. Кăвак тĕс – тÿпе, пĕлĕт, асамат кĕперĕ. «Илеме туйса чун-чĕри витĕр кăларакан çеç тĕрĕ ăсти пулма пултарать», — тет чăн-чăн художник, музыкант, педагог, чăваш тĕрри-çĕввине, йăли-йĕркине тĕпчесе халăхра сарассишĕн тăрăшакан ăстаçă Евгения Жачева. Тÿсĕмлĕхĕ, чăтăмлăхĕ ăçтан тухать-ши унăн? Хăй ĕмĕрĕнче миçе пин метр çип тĕрлесе пĕтермен-ши вăл?

«Хам çĕнĕ çĕвĕ шухăшласа кăлармастăп, аваллăхран упранса юлнисене шыраса тупса халăх патне çитерме, хам мĕн пĕлнине çамрăк ăрăва парса хăварма тăрăшатăп», — тет вăл. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Евгения Николаевна 80 çул тултарать. Çак паллă кун тĕлне вăл курав хатĕрлет. Унăн тĕррисенче хĕрĕх çул пухнă опычĕ, ăсталăхĕ, вăрттăнлăхĕ упранать.

Евгения Николаевнăн пилĕк çул каялла лартнă тĕллевĕ, ĕмĕчĕ пурнăçланса пыраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кăçал чÿк уйăхĕнче Чăваш тĕррин кунне туса хурасси пирки шантарни ăна питĕ хавхалантарать.

Чăваш тĕрри-çĕввине тĕпчесе халăхра сарассишĕн Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнчи Халăх пултарулăх кафедринчи вĕрентекенсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Çак пуянлăхпа вĕренекенсене паллаштарас тесен чи малтан хамăрăн чĕваш халăх культурине, йăли-йĕркине лайăх пĕлмелле. Тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене студентсем çирĕп алла илччĕр тесе вĕрентÿ планне ятарлă «Чăваш тĕрри» ятлă предмет кĕртрĕмĕр.

Чăваш çĕрне çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ. Вĕренекенсем çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче пурăннине туяççĕ, тĕрĕсемпе кăсăкланаççĕ, çĕвĕсене тĕпчес ĕçе те хаваспах хутшăнаççĕ. Ăсталăхне çирĕплетес, алă ĕçне тарăнрах тĕпчес кăмăллисем те пур. Паллах, ку ĕç патне пурте ăнтăлмаççĕ, çавах та ÿсекен ăрăвăн пĕр пайĕ çак ăсталăха алла илме тăрăшни савăнтарать. Вĕсем чăваш тĕррине пысăка хурса хаклаççĕ. Хăшĕ-пĕри ку енĕпе диплом ĕçĕ хатĕрлени чăваш тĕррине хисепленине кăтартать.

Чăваш тĕррине тĕрлеме пуян чунлă, çепĕç кăмăллă, пысăк ăс-хакăллă çын кăна пултарать. Хамăр халăхăн йăли-йĕркине пĕлсен, юратсан çеç чăваш тĕррине сыхласа хăварма пултаратпăр.»

Автор:
заведующая кафедрой народного художественного творчества
Чувашского государственного института культуры и искусств,
член комитета по культуре Чувашского национального конгресса,
мастер чувашской вышивки Раиса Васильева